Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Йытӑ та хӑй хӳрине вараламасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Япала ячӗ (Морфологи, СЛПЧЧС)

Л.П. Сергеевӑн «Чӑваш чӗлхи» справочникӗн пайӗ (1-мӗш пайӗ, 2-мӗшӗ кунта)

Япалана (е япалалӑха) пӗлтерекен пуплев пайне япала ячӗ теҫҫӗ.

Пӗрремӗшле япала ячӗсемИккӗмӗшле япала ячӗсем
Вӗсен морфологи палли ҫук, сӑмах тымарӗсем кӑна шутланаҫҫӗ: ача, ӑман, вӑрман, хӗр, шыв, юр, ҫул, юман, ялав, пуҫ, пӑрҫа, чӑх, хӗвел, пӗлӗтСӑмах тымарӗ ҫумне тӗрлӗ аффикссем хушӑннипе пулаҫҫӗ: ачалӑх, юманлӑх, вӑрлӑх, тӗрӗслӗх, ҫӗнӗлӗх, курайманлӑх, сӑвӑҫ(ӑ), юрӑҫӑ, тимӗрҫӗ, йывӑрӑш, тарӑнӑш

Япала ячӗсен пулӑвӗ

Япала ячӗсен пулӑвӗн мелӗсемТӗслӗхсем
I. Морфологи мелӗ (тӗрлӗ аффикссем хушӑннипе)куҫлӑх, хӑвалӑх, арпалӑх, шӗшкӗлӗх, ҫӑварлӑх, патшалӑх, пуласлӑх, кӗтӳҫ(ӗ), юмахҫӑ, сунарҫӑ, вӑрӑмӑш, анлӑш
II. Лексикӑпа синтаксис мелӗ (хутлӑ сӑмахсем, мӑшӑр сӑмахсем)вырсарникун, тунтикун, ҫӑраҫҫи, тумтир, ҫуртри, тӑвайкки, асатте, асанне, сӑнӳкерчӗк, электрохунар, партпуху, электропӑчкӑ, ҫӑкӑр-тӑвар, уй-хир
III. Семантикӑпа грамматика мелӗ (конверси йӗрки)ҫамрӑк, ватӑ, чухӑн, пуян, ӗҫчен, ӑста, кахал, ачаш, суккӑр, сивӗ, сулхӑн, ҫутӑ, тӗттӗм, шӑрӑх, ӑшӑ, уяр

Иккӗмӗшле япала ячӗсен пулӑвӗ

Тухӑҫлӑ аффикссем

АффикссемМӗнле пуплев пайӗ ҫумне хушӑнаҫҫӗТӗслӗхсем
-лӑх(-лӗх)Япала ячӗхурӑнлӑх, шурлӑх, уйӑхлӑх, ҫӑварлӑх, тӗслӗх, ҫӑкалӑх
-ҫӑ(-ҫӗ)Япала ячӗпулӑҫӑ, атӑҫӑ, калавҫӑ, сӑнавҫӑ, такмакҫӑ, элекҫӗ
-кӑч (-кӗч)
-кӑҫ(-кӗҫ)
Глаголӗмкӗч, сӗркӗч, пускач, ӑскӑч, каркӗҫ, ларкӑч, вӗркӗч
-ӑш(-ӗш)Япала ячӗ
Паллӑ ячӗ
лаптӑкӑш, калӑпӑш
пысӑкӑш, сарлакӑш, ҫӳллӗш, инҫӗш, йывӑрӑш
-лӑх(-лӗх)Паллӑ ячӗ
Хисеп ячӗ
Местоимени
тасалӑх, хаваслӑх, тӗрӗслӗх
пӗрлӗх
харпӑрлӑх
Глаголкалав, суйлав, вулав, тӗпчев, хунав
-у(-ӳ)Глаголвӗренӳ, пуху, ӑмӑрту, пӗлӳ
-ӑм(-ӗм)Глаголпарӑм, кӳлӗм, пусӑм, сисӗм, пӳлӗм, ҫиҫӗм

Тухӑҫсӑр аффиксем

АффикссемМӗнле пуплев пайӗ ҫумне хушӑнаҫҫӗТӗслӗхсем
-сар(-сер)Япала ячӗюмансар, хурӑнсар, кайӑксар
-са(-се)Япала ячӗалса, йӗпсе, харамса
-аш(-еш)Япала ячӗмалаш, тулаш, каяш
-таш(-теш)Япала ячӗкинтеш, пайташ, юлташ, хурӑнташ, аташ, ентеш
-скеЯпала ячӗпӳрнеске, тӗмеске, сӳреске, вилеске
-ал(-ел)Япала ячӗмал (<ум+ал), шал (<ӑш+ал), хыҫал, каял (<кай+ал), тӗпел
-чахЯпала ячӗвучах (<вут+чах), ӑсчах, пу-чах (<пуҫ+чах)
-шка(-шке)Япала ячӗҫунашка, валашка, картлашка, пӳрлешке
-кӑчЯпала ячӗмӑйкӑч
-а(-е)Глаголака, виҫе, вите, ҫыра, турта, вӑлта
-ак(-ек)Глаголтӑкак, чӑмлак, шарлак
-алӑк(-елӗк)Глаголвителӗк, каҫалӑк
-ам(-ем)Глаголтумлам, тӗркем, хутлам
-ан(-ен)Глаголавтан, ҫыран, ҫӗмрен
-кӑм(-кӗм)Глаголсыпкӑм, ҫупкӑм, ишкӗм
-ма(-ме)Глаголпусма, ҫырма, ҫӗртме, чикме
-мӑр(-мӗр)Глаголпусмӑр, ҫумӑр
-неГлаголпарне, чӗрне, пӗрне
-рӑш(-рӗш)Глаголпӑхкаларӑш, ҫаврӑнкаларӑш, хӑтланкаларӑш
-ӑ(-ӗ)Глаголкулӑ, сутӑ, касӑ, чӗлӗ, витӗ, ҫакӑ
-ӑҫ(-ӗҫ)Глаголканӑҫ, манӑҫ, тивӗҫ, курнӑҫ, савӑнӑҫ, шанӑҫ
-ӑш(-ӗш)Глаголкулӑш, пӗлӗш, пӗлтерӗш, сывлӑш, тупӑш
-кӑ(-кӗ)Глаголтыткӑ, ҫапкӑ, тапкӑ, чышкӑ, пӗҫерккӗ, шыҫкӑ
-чӑк(-чӗк)Глаголӳкерчӗк, шанчӑк, сурчӑк, мухтанчӑк, хырчӑк
-ма(-ме)Евӗрлев сӑмахӗтункӑрма, ханкӑрма, шӑлтӑрма

Конверси мелӗпе пулнӑ япала ячӗсем

Мӗнле пуплев пайӗнчен пулнӑТӗслӗхсем
Паллӑ ячӗайван, ӑшӑ, ӑста, ачаш, ватӑ, ӗҫчен, ҫамрӑк, маттур, ҫутӑ, тӗттӗм, хастар, чухӑн, шӑрӑх
Глаголваркӑш, вӗчӗх, пӑшӑх, тарӑх, тӗркӗш
Наречиҫуркунне, хӗлле, ҫулла, кӑнтӑрла, кӗркунне
Евӗрлев сӑмахӗкуккук, пӗтпӗлтӗк, киккирик

Хутлӑ япала ячӗсем

Пулӑвӗ енчен мӗнлисемТӗслӗхсем
I. Кӗскелсе пулнисем:
1) изафет конструкцийӗсенчен (япала ячӗпе япала ячӗн ҫыхӑнӑвӗнчен пулнисем)

анкарти (<авӑн карти), алсиш (<алса ӑшӗ), картиш (<карта ӑшӗ), вырсарни (<вырӑс эрни), ҫӑраҫҫи (<ҫӑра уҫҫи)
2) паллӑ ячӗпе япала ячӗн ҫыхӑнӑвӗнчен пулнисемасатте (<аслӑ атте), асанне (<аслӑ анне), кӗҫнерни (<кеҫӗн эрне)
3) тӗп падежри япала ячӗпе япала ячӗн ҫыхӑнӑвӗнчен пулнисемҫӑматӑ, кӑҫатӑ (<кӗҫҫе атӑ), тумтир, шӑмшак, хӗрача, хӗрарӑм, арҫын, ҫулталӑк, ҫӗршыв, ҫилҫуна
II. Кӗскетсе тунӑ хутлӑ япала ячӗсемпартпуху, ялпо, райпо, электрохунар, фотоӳкечӗк, райхаҫат, ялкор, райӗҫтӑвком, политпай, литпӗрлешӳ, электронасус

Мӑшӑр япала ячӗсем

Мӗнле сӑмахсем мӑшӑрланнипе пулаҫҫӗ?Тӗслӗхсем
I. Мӑшӑр сӑмахсен икӗ компоненчӗ те хӑйсен пӗлтерӗшне ҫухатманнисем:
1) синонимлӑ сӑмахсемвӑй-хал, апат-ҫимӗҫ, ака-суха, кил-ҫурт, вут-ҫулӑм, укҫа-тенкӗ, ӳт-пӳ, хурт-кӑпшанкӑ
антонимлӑ сӑмахсемсуту-илӳ, лару-тӑру, ир-каҫ
пер йышши ӑнлавсене пӗлтерекен сӑмахсемтӳшек-ҫытар, пит-куҫ, утӑ-улӑм, ҫӑкӑр-тӑвар, хур-кӑвакал, хул-ҫурӑм
II. Мӑшӑр сӑмахсен иккӗмӗш компоненчӗ хӑйсен пӗлтерӗшне тӗксӗмлетнӗ е пачах ҫухатнӑача-пӑча, ӑс-хакӑл, выльӑх-чӗрлӗх, кӳршӗ-аршӑ, хӑна-вӗрле, савӑт-сапа, яш-кӗрӗм, хуйхӑ-суйхӑ, тимӗр-тӑмӑр, ҫӳпҫе-ҫарма, сас-хура, аш-пӑш, тути-маси

Япала камӑннине пӗлтерни

МелсемТӗслӗхсем
1. Синтаксис мелӗ (япала ячӗ умне местоименисем лартни)манӑн юлташ, санӑн тетрадь, унӑн кӗнеки, пирӗн шкул, сирӗн колхоз, вӗсен ялӗ
2. Морфологи мелӗ (япала ячӗсем ҫумне ятарлӑ аффикссем хушни)юлташӑм, юлташу, юлташӗ кӗнекем, кӗнекӳ, кӗнеки ывӑлӑм, ывӑлу, ывӑлӗ

Камӑнлӑх категорийӗ

I

СӑпатсемЯпала ячӗ те, сӑпачӗ те пӗррелл хисепреЯпала ячӗ пӗрреллӗ хисепре, сӑпачӗ нумайлӑ хисепре
1-мӗш сӑпат-ӑм(-ӗм): юлташӑм, тӑванӑм, сӗтелӗм, хӗрӗм-ӑм-ӑр (-ӗм-ӗр): юлташӑмӑр, тӑванӑмӑр, сӗтелӗмӗр, хӗрӗмӗр
2-мӗш сӑпат-у(-ӳ): юлташу, тӑвану, сӗтелӳ, хӗрӳ-ӑр(-ӗр): юлташӑр, таванӑр, сӗтелӗр, хӗрӗр
3-мӗш сӑпат-ӗ(-и): юлташӗ, тӑванӗ, сӗтелӗ, хӗрӗ-ӗ(-и): юлташӗ, тӑванӗ, сӗтелӗ, хӗрӗ

II

СӑпатсемЯпала ячӗ нумайлӑ хисепре, сӑпачӗ пӗреллӗ хисепреЯпала ячӗ те, сӑпачӗ те нумайлӑ хисепре
1-мӗш сӑпатӑм-сем(-ӗм-сем): юлташӑмсем, тӑванӑмсем, сӗтелӗмсем, хӗрӗмсем-ӑм-ӑр-сем(-ӗм-ӗр-сем): юлташӑмӑрсем, тӑванӑ-мӑрсем, сӗтелӗмӗрсем, хӗрӗмӗрсем
2-мӗш сӑпат-у-сем(-ӳ-сем): юл-ташусем, тӑванусем, сӗтелӳсем, хӗрӳсем-ӑр-сем(-ӗр-сем): юлташӑрсем, тӑванӑрсем, сӗтелӗрсем, хӗрӗрсем
3-мӗш сӑпат-ӗ-сем(-и-сем): юлташӗсем, тӑванӗсем, сӗтелӗсем, хӗрӗсем-ӗ-сем(-и-сем): юлташӗсем, тӑванӗсем, сӗтелӗсем, хӗрӗсем

Камӑнлӑх аффиксе хушӑннӑ чух пулакан улшӑнусем

I

СӑпатсемЯпала ячӗ а, е сасӑсемпе пӗтнӗ чухЯпала ячӗ ӑ, ӗ сасӑсемпе пӗтнӗ чух
вӗсем умен пӗр хупӑ сасӑ ҫеҫ пулсанвӗсем умен икӗ хупӑ сасӑ пулсан
1-мӗш сӑпатлаша+ӑм=лашам
ӗне+ӗм=ӗнем
юрӑ+ӑм=юррӑм
сӗлӗ+ӗм=сӗллӗм
ҫулҫӑ+ӑм =ҫулҫӑм
кӳршӗ+ӗм=кӳршӗм
2-мӗш сӑпатлаша+у=лашу
ӗне+ӳ=ӗнӳ
юрӑ+у=юрру
сӗлӗ+ӳ=сӗллӳ
ҫулҫӑ+у=ҫулҫу
кӳршӗ+ӳ=кӳршӳ
3-мӗш сӑпатлаша+и=лаши
ӗне+и=ӗни
юрӑ+и=юрри
сӗлӗ+и=сӗлли
ҫулҫӑ+и=ҫулҫи
кӳршӗ+и=кӳрши

II

СӑпатсемЯпала ячӗ у, ӳ сасӑсемпе пӗтнӗ чухЯпала ячӗ и сасӑпа пӗтнӗ чух
1-мӗш сӑпатҫыру+ӑм=ҫырӑвӑм
ҫитӗнӳ+ӗм=ҫитӗнӗвӗм
тӑри+ӗм=тӑрийӗм
ҫӗрҫи+ӗм=ҫӗрҫийӗм
2-мӗш сӑпатҫыру+у=ҫырӑву
ҫитӗнӳ+ӳ=ҫитӗнӗвӳ
тӑри+ӳ=тӑрийӳ
ҫерҫи+ӳвҫерҫийӳ
3-мӗш сӑпатҫыру+ӗ=ҫырӑвӗ
ҫитӗнӳ+ӗ=ҫитӗнӗвӗ
тӑри+ӗвтӑрийӗ
ҫӗрҫи+ӗ—ҫӗрҫийӗ

Тӑванлӑх сӑмахӗсен камӑнлӑх формисем

СӑпатсемАттеАннеПиччеМучиКинемейКукаҫи
1-мӗшаттеманнемпиччеммучикинемейкукаҫи
2-мӗшаҫуаннӳпиччӳмучукинемӳкукаҫу
3-мӗшашшӗамӑшӗпиччӗшӗмучӑшӗкинемӗшӗкуккашшӗ


Л.П. Сергеевӑн «Чӑваш чӗлхи» справочникӗн пайӗ (1-мӗш пайӗ, 2-мӗшӗ кунта)


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2023-11-01 20:56:36 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 12419 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем